Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Астул тытасси — алхасасси мар (Кӗмӗл Кӗпер)

Астул сакки саваламан сакӑ.
Ларма ҫемҫе пулсассӑн та ыраттаратъ...
Авалхи чӑвашсем калани.


Асла ҫеҫенхирпе хӗвеле хирӗҫ лайах кӑралланнӑ текӗрт пырать. Малта — виҫӗ юланутҫӑ. Варринче — Атӑлҫи Пӑлхарстан патши.
Ылттӑнпик, сулахайра унӑн аслӑ хӗрӗ Ылттӑнчеч, сылтӑмра — кӗрӳшӗ, Ылттӑнчеч упӑшки чапа тухнӑ ҫарпуҫӗ Пачман.
Вӗсен хыҫӗнче, темиҫе утӑм юлса, Атӑлҫи Пӑлхарстан патши ялавне ҫӳле ҫӗкленӗ леккер. Ку вӑл Ылттӑнпикӗн шанчӑклӑ ҫынни Итурай.
— Ҫӗршыв чиккине пур ҫӗрте те эпир лайӑх ҫирӗплетрӗмӗр, — калаҫать Ылттӑнпик, ташласа пыракан шап-шурӑ утне ӑмринчен ачашласа.
Шурут хӑй тахҫан сӑвӑр шӑтӑкне анса кайса урине ыраттарнине пӗтӗмпех манса кайнӑ ӗнтӗ. Чӑнах та, хӑй аслӑ та чаплӑ патшана илсе ҫӳреме тивӗҫ пулнӑ пек, ташласа кӑна пырать.
— Уйрӑмах тухӑҫри чикке лайӑх ҫирӗплетрӗмӗр, — патшапа килӗшрӗ Пачман.
— Ҫапла, уйрӑмах тухӑҫри чикке. Анаҫран нимле харушлӑх та килмелле мар. Вырӑс кнеҫӗсемпе пуринпе те килӗшӳ турӑмӑр эпир. Ку ӗҫре кукаҫей мана питӗ пулӑшрӗ.
Ылттӑнпик амӑшӗ Ресан аслӑ кнеҫӗн хӗрӗ. Пачман ҫакна лайӑх пӗлет.
— Тухӑҫран монголсем килме пултарассине вырӑс кнеҫӗсем пурте лайӑх ӑнланаҫҫӗ-и? - ыйтрӗ вӑл, хӑйӗн улма-чӑпар утне патша учӗпе юнашар пыртарма тӑрӑшса.
— Ҫакна пӗлессе пурте лайӑх пӗлеҫҫӗ. Анчах кирлӗ пек ӑнланмаҫҫӗ, — куляннӑн каларӗ Ылттӑнпик. — Вӗҫӗ-хӗррисӗр пӗр-пӗринпе вӑрҫаҫҫӗ. Ниепле те килӗштерсе ҫитереймеҫҫӗ.
— Калка шывӗ ҫинче мӗскер пулнине маннӑ-шим вара вӗсем?
— Манчӗҫ пулмалла ҫав. Аса илтерсен те илтмӗш пулаҫҫӗ. "Унтанпа вунӑ ҫул ытла иртсе кайрӗ ӗнтӗ. Халь ӑҫта вӗсем, монголсем, ҫук!" — теҫҫӗ.
— Пирӗн ҫӗршыва ҫав монголсемех икӗ хутчен тапӑнса кӗнине пӗлмеҫҫӗ-им вара вӗсем?
— Питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ. Анчах хӑйсем пирӗн хӳтӗре пурӑннипе нимрен те хӑраман пек хытланаҫҫӗ.
Вунпӗр ҫул каялла монголсем хӗрӗх пинлӗ ҫарпа кӑнтӑрти вырӑс ҫӗрӗсене кӗрсе кайса ҫаратса ҫӳреме тытӑннӑччӗ. Кайран вырӑссемпе кӑпчаксен пӗрлешӳллӗ ҫарӗпе монголсен ҫарӗ Калка юханшывӗ ҫинче тӗл пулса питӗ хаяррӑн ҫапӑҫнӑччӗ. Монголсем вырӑссемпе кӑпчаксене ним юлми ҫӗмӗрсе тӑкса пысӑк харап кӑтартнӑччӗ...
— Монголсене эпир ялан ҫӗнтернипе ҫапла хӑйсене хӑрушсӑрлӑхра тесе шутлаҫҫӗ ентӗ вӗсем, — калаҫӑва малалла тӑсрӗ Пачман.
Чӑнах та, тепӗр ҫулхинех монголсем, вырӑссемпе кӑпчаксене ним юлми пӗтернӗ хыҫҫӑн, пӑлхарсем ҫине тапӑнса кӗнӗччӗ. Пӑлхарсем вара монголсене ҫавӑн чухне йӑлтах ҫапса ҫӗмӗрчӗҫ.
Ун чухне пӑлхарсен патши Ылттӑнпик марччӗ, ун чухне пӑлхарсен патши Ылттӑнпик тетӗшӗ Челпирччӗ.
"Эх, тетеҫӗм, тетеҫем! Ытла та вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗрсе ман пуҫ ҫине мӗн чухлӗ асап тӑкрӑн!" — шухӑша кайрӗ сасартӑк Ылттӑнпик хӑй кӗрӳшӗн юлашки сӑмахӗсене илтнӗ хыҫҫӑн. Паянхи пекех астӑвать Ылттӑнпик юратнӑ тетӗшӗн юлашки кунӗсене. Аса-илӳ, акӑ, халь пулса иртнӗ пек, унӑн куҫӗ умне тухса тӑчӗ.
Пӑлхарсем Сахча шывӗ ҫинче аслӑ та чаплӑ ҫӗнтерӳ тунӑ хыҫҫӑн икӗ ҫул иртсе кайрӗ.
Ку хушӑра Челпир патша сывлӑхӗ япӑхланнӑҫемӗн япӑхланса пычӗ. Юлашкинчен вӑл вара вырӑнпах вырта пуҫларӗ.
Кӗрхи сивӗ кун, ирпе-ирех, хӑйӗн ӗмӗрӗ вӗҫленсе пынине сиссе, Челпир хӑй патне Ылттӑнпике чӗнтерчӗ.
— Нумай пурнаймастӑп эпӗ, шӑллӑм, — терӗ вӑл Ылттӑнпик килсенех.
— Тен, аплах мар пуль-ха, тетеҫӗм! — Челпире лӑплантарма тӑчӗ Ылттӑнпик.
— Ҫук, шӑллӑм, нумай пурӑнаймастӑп эпӗ.
— Мӗнле пурӑнатпӑр-ха вара сансӑр, тете? — кулянса ыйтрӗ Ылттӑнпик. — Самани те питӗ йывӑр. Сывал, тархасшӑн, сывал!..
— Ман вырӑна эсӗ юлатӑн, шӑллӑм, — терӗ йывӑррӑн Челпир. — Ман ӗҫе малалла илсе пыраканни эсӗ пулатӑн.
— Мӗн калаҫатӑн эсӗ, тете! — аптраса ӳкре Ылттӑнпик. — Манран асли пур, Мир-Каҫи.
— Телейӗм пулмарӗ манӑн, — ӑна илтмен пекех калаҫрӗ Челпир. — Ачамсем пулмарӗҫ. Анчах ку вӑл Кӑтра-паттӑр ҫурчӗ пӗтнине пӗлтер-мест. Эсӗ пур...
— Эпӗ иккӗмӗш пусӑмри ҫеҫ, — кулянса каларӗ Ылттӑнпик.
— Ун вырӑнне эсӗ хальхи вӑхӑтра пирӗн патшалӑх умне мӗнле хӑрушлӑх тухса тӑнине питӗ лайӑх ӑнланатӑн. Патша вӑл элтепер кӑна мар, патша вӑл халӑх кӗтӳҫи те. Мир-Каҫи вара ҫакна ӑнланмасть. Унӑн пӗртен-пӗр ӗмӗт — кашни пӑлхара мечете ҫӳретесси тата мулласене итлеттересси. Монголсене ҫав кӑна кирлӗ. Аллине хӗҫ тытма манса кӗлтума ҫеҫ пӗлекен халӑха пӑхӑнтарасси питӗ ҫӑмӑл.
— Танкӑра кӗлтӑвар, тетеҫӗм. Ура ҫине тӑратӑнах эсӗ!
— Аванччӗ те ҫав. Туса пӗтермен ӗҫсем нумай.

Аслӑ Танкӑр чӑнах та пулӑшрӗ пулас Челпире. Кӗтмен ҫӗртен ӑна лайӑхрах пулчӗ, вӑл ҫӳреме тытӑнчӗ. Ҫакна пӗлсессӗнех Ылттӑнпик савӑнчӗ, тетӗшӗ урӑх хӑй вилесси пирки сӑмах тапратмӗ тенӗччӗ. Анчах Челпир вара пачах урӑхла шухӑшланӑ иккен. Вӑл хӑй керменне ҫӗршыври чи ятлӑ-сумлӑ ҫынсене пухма хушрӗ.
Питӗ лайӑх астӑвать-ха Ылттӑнпик ҫав куна.
Патша керменне, аслӑ курӑнчана ҫӗршыври чи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем, паттӑрсемпе пиксем, мӑрсасем пуҫтарӑннӑ.
Челпир патша тата элтепер валли ятарласа туса хатӗрленӗ астул ҫинче ларать. Вӑл хӑйӗн вӑрҫа кайнӑ чухнехи тумӗпе. Аллине шап-шур перчетке тӑхӑннӑ. Сапарне кӑна тӑхӑнман. Ҫӑлтӑр куҫӗсем вутпа ҫиҫеҫҫӗ.
Челпир чӗркуҫҫи ҫинче — ялтӑраса ҫиҫсе тӑракан патша тата элтепер алтаспанӗ.
— Тусӑмсем, тамарӑмсем, юнташӑмсем, — сӑмахне пуҫларӗ Челпир. — Эпӗ паян ытлашши калаҫса вӑхӑт ирттересшӗн мар. Хамӑн кӑмӑла та пехиле пӗлтеретӗп. Пурнӑҫ тени вӑл тӗрлӗрен килет. Нумай пурӑнатӑп-и эпӗ, сахал-и, сире паян пурне те пӗлтеретӗп: ҫак ман астула тытса пыраканӗ ман хыҫҫӑн ман юратнӑ шӑллӑм Ылттӑнпик тикки пулать. Эсир пурте эпӗ каланине илтрӗр. Ҫакна илтрӗмӗр, ҫакна туса пыратпӑр тесе, эсир паян ман куҫ умӗнче ман алтаспана чуптӑвӑр.
Ҫак сӑмахсене илтсессӗн чи малтан Челпир патне Саврӑш-паттӑр пычӗ.
— Аслӑ патша тата элтепер сӑмахне илтрӗм, ӑна кирек мӗнле саманара та ҫирӗп тытса пыратӑп! — терӗ те вӑл кукленсе ларса Челпир алтаспанне чуптурӗ.
Савраш-паттӑр хыҫҫӑн вара аслӑ курӑнчана килнӗ кашни пӑлхар пӗрин хыҫҫӑн тепри патша тата элтепер алтаспанне пыра-пыра чуптурӗҫ.
— Эсӗ те чупту, шӑллӑм! — терӗ юлашкинчен Челпир Ылттӑнпике. Ылттӑнпикӗн вара патшан тата элтеперӗн алтаспанне пырса чуптумалла пулчӗ.
Челпир хӑйне питӗ кӑмӑллӑ, савӑнӑҫлӑ тытрӗ. Нимӗн чирпе те аптраман пекех. Ҫакна курса вара Ылттӑнпик, тетӗшӗнчен ирӗк илсе, Урал тӑвӗсем еннелле сунара тухса каяс терӗ. Эх, каймалла марччӗ те ҫав унӑн ниҫта та. Ара, аслӑ Танкӑр хӑҫан кама мӗскер парассине пӗлейместӗн ҫав. Ҫавӑнта, сунарта вара Ылттӑнпик тетӗшӗ вилнине пӗлчӗ. Вӑл каялла Пӳлере таврӑннӑ ҫӗре каҫисемпе апассем ҫӗршыв патши тесе Мир-Каҫине, Челпирне пӗр варта ҫуралса ӳснӗ тиккине пӗлтернӗччӗ. Челпир виллесе хӑварнине те шута хумарӗҫ вӗсем.
Хӑй Пӳлере таврӑннӑ куна Ылттӑнпик питӗ лайӑх астӑвать.
Мир-Каҫи — патша тумӗпе, астул ҫинче ларать. Ун умӗнче каҫисемпе апассем, ватӑ пӳлевсем явкаланаҫҫӗ. Аслӑ курӑнчана Ылттӑнпик кӗрсе тӑрсассӑнах вӗсем пурте сасартӑк аптраса ӳкрӗҫ, пӗрре Мир-Каҫи ҫине, тепре ун шӑллӗ ҫине тӗлӗннӗн пӑха-пӑха илчӗҫ.
— Ман юратпӑ шӑллӑм килсе ҫитрӗ, — самаях кӑмӑллӑ саспа каларӗ Мир-Каҫи. — Атя, ирт, шӑллӑм. Акӑ, манпа юнашар килсе тӑр. Эпӗ сана тата кунти ятлӑ-сумлӑ ҫынсене тӳрех хам ирӗке пӗлтерес тетӗп...
Эпир пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ, ман юратнӑ шӑллӑм Ылттӑнпик — чаплӑ ҫарпуҫӗ. Эпӗ хам, аслӑ патша, ҫар ӗҫне чухласах каймастӑн. Ҫавӑнпа ҫӗршыври пӗтӗм ҫар ӗҫпе туса пыма юратнӑ шӑллӑма Ылттӑнпике хушатӑп. Урӑхла каласан, Ылттӑнпик пирӗн мӗнпур ҫарсен элтеперӗ пулать...
Ҫӗршывра йӗркесӗрлӗх ан тухтӑр, хирӗҫӳ ан пуҫлантӑр тесе, Ылттӑнпик вара ҫавӑн чухне Мир-Каҫи аллине чуптурӗ те пӗтӗм вӑхӑтне, вӑйне пӑлхарсен ҫарне вӑйлӑлатас ҫӗре яма тытӑнчӗ. Иртен пуҫласа каҫчен вӑл ҫарсенче пулчӗ, вӗсене тухӑҫран тапӑнса килме пултаракан монголсене хирӗҫ кӗрешме вӗрентрӗ.
Мир-Каҫи патшара лӑпкӑн ларӑп тесе шутланӑччӗ пулмалла. Анчах ӗҫсем пачах урӑхла пулса тухма тытӑнчӗҫ. Челпир вилнӗ хыҫҫӑн патшана Мир-Каҫи ларнӑ тенине илтсессӗн, анӑҫри тӑрӑхран хӑй таманӗпе Сӑкӑт-паттӑр килсе тухрӗ те тӳрех Ылттӑнпике шыраса тупрӗ.
— Мӗнле-ха вара капла, — терӗ вӑл, — эпӗ Челпир патшана сӑмах патӑм, вӑл турӑсем патне каяс пулсан, пирӗн патша Ылттӑнпик пулать, терӗм. Тупа туса каларӑм. Атя, Ылттӑнпик, пӗтӗм халӑха ҫӗклетпӗр. Мир-Каҫине эпир ним пулман пекех пӗтеретпӗр..
Сӑкӑт-паттӑр хӑй таманӗпе Ылттӑнпикшӗн тӑма килнӗ тенине илтсен, Саврӑш-паттӑр та хӑй эккелӗсемпе Ылттӑнпик патне пычӗ.
— Ылттӑнпикшӗн эпӗ аслӑ та чаплӑ Челпир патшан алтаспанне чуптурӑм, — терӗ вӑл. — Мир-Каҫи пуҫне касса йытӑсене пӑрахса паратӑп та сана, Ылттӑнпик, патшана лартатӑп. Сӑкӑт-паттӑрпа, ытти мӑрсасемпе пӗрле...
Капла пулсан ҫӗршывра вӑрҫӑ пуҫланма пултарнине Ылттӑнпик лайӑх ӑнланчӗ. Ара, Сӑкӑт-паттӑрпа Саврӑш-паттӑр халӑха ун майлӑ ҫӗклес тесе тӑрӑшнӑ чухне хирӗҫҫисем те тупӑнаҫҫӗ. Мир-Каҫи хӑй те алӑ усса лармӗ. Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа, Ылттӑнпик тусӗсене лӑплантарма тӑрӑшрӗ.
— Ан васкӑр, — терӗ вӑл, — кӑштах пурӑнса пӑхар. Мир-Каҫи патша пулма пултараймассине эпӗ те пӗлетӗп. Ан тив, халӑх та ҫакна ӑнланса илтӗр. Халлӗхе Мир-Каҫи майлисем те сахал мар-ха. Вӗсем хӑйсем ҫак тӗревлӗ саманара Мир-Каҫи патшара ларма пултарайманнине ӑнланса илччӗр. Ун чухне вара мӗскер тумалли пирки шухӑшлӑпӑр. Халлӗхе эпӗ пӗтӗм ҫар ӗҫне хам туса пыратӑп. Ҫавӑнпа ытлашши кулянма кирлӗ мар.
Анчах патша — патшах, Мир-Каҫи патшана ҫӗршыв та, халӑх та кирле марччӗ. Монголсем килсе тапӑнма пултарассине пӗлетӑркачах патшалӑха ҫирӗплетес тесе вӑл нимӗн те тумарӗ. Пачах урӑхла, Челпир тунӑ ырӑ ӗҫсене те пӗтерме тытӑнчӗ. Хапӑлхана салатса яма хушрӗ. Вӑрҫӑ-мӗн пулсан пирӗн каркарҫар пулать такама та ҫапса салатать, терӗ. Вӑл тӗрӗс мар пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑнине ӗнентерес тесе, Ылттӑнпик темӗн те туса пӑхрӗ. Анчах вал тӑрӑшнине никам та шута хумарӗ. "Хӑйшӗн тӑрӑшать, хӑй патша пуласшӑн!" — терӗҫ.
Мир-Каҫи уйрӑмах тӗн пирки тӗрӗс ҫул-йӗр тытса пымарӗ. Хулара вӗҫӗ-хӗррисӗр мечет хыҫҫӑн мечет лартма тытӑнчӗ, мӑсӑльман пӑлхарсене пысӑк ирӗк пачӗ, ытти тӗнпе пурӑнакансене хӗстерме тытӑнчӗ. Ку вара христиансене те, авалхи тӗне тытса пыракансене те питӗ тарӑхтарчӗ. Тӗрлӗ тӗнпе пурӑнакансен хушшинче хирӗҫӳсем пуҫланчӗҫ. Уйрӑмах мӑсӑльмансемпе христиансем пӗр-пӗринпе килӗштерейми пулчӗҫ. Ҫакӑ вара ҫын вӗлересси патне те илсе ҫитерчӗ. Ылттӑнпик ҫакна питӗ лайӑх астӑвать. Христиансен хушшинче Аврам ятлӑ пӑлхар ҫынни пурччӗ. Сутӳ-илӳпе ӗҫлекенскер. Таҫта та ҫитсе курнӑ, нумай чӗлхе пӗлетчӗ. Халӑхпа калаҫма питӗ ӑстаччӗ. Пӗррехинче вӑл Улатимӗр хулинчен таврӑннӑ та пасарта хӑй майлӑ ҫынсене унти чиркӳсем ҫинчен, унти хуласем ҫинчен каласа пама тытӑннӑ. Сӑмах май ӗнтӗ Христоса мухтанӑ, пурне те хӑй тӗнне тытса пыма чӗннӗ. Ку вара пасара пынӑ мӑсӑльмансене килӗшмен. "Эс мӗн хӑв тӗнне мухтаса тӑратӑн? Атя, кай, Улатимӗр хулинчен вӑрласа килнӗ таварусене сут! — тенӗ вӗсенчен пӗри.
"Мӗнле вӑрласа килнӗ?.. Эс мӗнле мана ун пек калама хӑятӑн?.. Эсӗ хӑв лаша вӑрри!.." — кӑшкӑрса янӑ Аврам пурте илтмелле.
Пуҫланнӑ вара тӗркешӳ. Кайран халӑх ҫапӑҫсах кайнӑ. Ҫавӑн чухне вара юн тӑкӑнасси те пулнӑ. Мӑсӑльмансем Аврама анкарпа чиксе пӑрахнӑ.
Ку вӑл ҫу уйӑхӗнче пулчӗ. Усал хыпар утпа ҫӳрет. Хӑйсемпе пӗр тӗн тытса пыракан пӑлхар ҫыннине вӗлерни ҫинчен усал хыпар Улатимӗр хулине те ҫитрӗ. Унти халӑх та Пӑлхар хулинче христиансене вӗлереҫҫӗ тесе пӑлханма тытӑнать. Улатимӗр аслӑ кнеҫӗ Юрий Мир-Каҫи патне элчӗсем ярать, Аврама айӑпламасассӑн вӑрҫӑ пулассипе хӑратать. Ҫака вара Пӑлхар хулинче, каярахпа пӗтӗм ҫӗршыври халӑха пӑтраштарса ярать. Пӗрисем христиансем майлӑ, пӗтӗм мӑсӑльмансене вӗлерсе тухмалла теҫҫӗ. Теприсем мӑсӑльмансем майла, христиансем вырӑссене сутӑннӑ, ҫавӑнпа вӗсене ҫӗршывран хуса кӑлармалла теҫҫӗ.
Атӑлҫи Пӑлхарстанра халӑх пӑлханма тытӑннипе монголсем те пӗлеҫҫӗ. Вӗсем те хайхи кунта танӑпса кӗме хатӗрленни ҫинчен хыпар ҫитет. Ҫапла, Мир-Каҫи пирки ун чухие пӗтем патшалӑх питӗ пысӑк йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗччӗ. Анӑҫра вырӑссем хӑратаҫҫӗ, тапӑнса кӗретпӗр тесе ҫар пухаҫҫӗ. Тухӑҫра тата монголсем хӑйсен таманӗсене Атӑлҫи Пӑлхарстан чиккинелле илсе пыма тытӑнаҫҫӗ. Ҫитменнине тата шӗкӗр хулара та инкек пуҫланчӗ. Кӗтмен ҫӗртен питӗ пысӑк пушар тухрӗ. Шӑп та лӑп ҫав Аврама вӗлернӗ пасартан пуҫланчӗ пушар тухасси. Ку вӑл Ҫӳлти Турӑ Аврамшӑн тавӑрни пулать, терӗҫ вара христиансем. Мӑсӑльмансем хайхи пушар чӗртекенӗсем христиансем теме тытӑнчӗҫ. Хула халӑхӗ чӑнласах та икӗ пая пайланчӗ. Ыран-паян пӗтӗм хулара вӑрҫӑ тухма пултарать. Ҫакна курса, чи сумлӑ пиксемпе мӑрсасем, ҫарпуҫӗсемпе паттӑрсем Мир-Каҫине айӑплама тытӑнчӗҫ: "Эсӗ кирлӗ пек астул тытса пыраймастӑн, — терӗҫ. — Пӗтӗм инкек сан пирки. Челпир халалне шута хуманни пирки. Атя, кай хуларан тухса. Челпир хушса хӑварнӑ пек Ылттӑнпик патша пултӑр!"
Малтанласа Мир-Каҫи хуларан тухса кайма килӗшмерӗ, хирӗҫме, хӑйпе хирӗҫҫисене хӑратма пӑхрӗ. Кайран кӑна, монголсем вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫарпа ҫӗршывӑн тухӑҫри чиккине пырса тулсан ҫеҫ, Мир-Каҫи хӑй ҫак йывӑр та хавхавлӑ саманара патшара ларма пултараймассине ӑнланса илчӗ. "Тете хушса хӑварнине ҫитермелли пирӗн, — терӗ. — Ҫак вӑрҫӑллӑ саманара эпӗ мар, ҫар ӗҫне лайӑх пӗлекен Ылттӑнпик патша тата элтепер пулмалла!" — терӗ. Дервиш тумне тӑхӑнчӗ те, аллине туя тытса, керменрен тухса кайса таҫта пач ҫухалчӗ.
Ҫапла вара Ылттӑнпик аслӑ та чаплӑ Пӑлхарстан патши тата элтеперӗ пулса тӑчӗ.

2<<
Ылттӑнпик патша тата элтепер пулса тӑнине пӗтӗм халӑх питӗ лайӑх йышӑнчӗ. Ҫакӑн пек йывӑр саманара, тухӑҫран тискер монголсем хӑратсах тӑнӑ тапхӑрта чаплӑ ҫарпуҫӗ астул тытма тытӑнни пӑлхарсене савӑнтарчӗ те, лӑплантарчӗ те, ырӑ пуласлӑх пирки шухӑш шухӑшлама та май туса пачӗ.
Ылттӑнпик ҫапла астул тытма тытӑнни уйрӑмах пӑлхарсен ҫарпуҫӗсене савӑнтарчӗ. Вӗсем пурте хӑйсене чӑнласах та кирлӗ ҫын пек туйма тытӑнчӗҫ. Ҫакна курса, Ылттӑнпик хӑй те питӗ савӑнчӗ. Анчах ӑна саламлакансем, ун патне пырса ҫӳрекенсем хушшинче Парӑҫ-Пӑрӑнтай темшӗн пулмарӗ. Ӑна шыраса тупса, унпа калаҫас тесе, Ылттӑнпик темиҫе те шухӑшларӗ. Кайран вара ку шухӑш ӗҫ айне пулса кайрӗ. "Кирлӗ чухне тӗл пулӑпӑр-ха", — терӗ те Ылттӑнпик патша ӗҫне туса пыма тытӑнчӗ.
Чи малтан Ылттӑнпик вырӑссемпе килӗшӳ тӑвас терӗ. Чӑнах та, ҫӗршыв ун чухне питӗ пысӑк йывӑрлӑх умӗнче тӑратчӗ. Пӗр енчен вырӑссем тапӑпса кӗме хатӗрленеҫҫӗ. Тепӗр енчен чикӗ патнех монголсен таманӗсем пырса тӑнӑ. Хӑйӗн кукашшӗ, Ресан киеҫӗ пулӑшнипе вӑл Улатимӗре элчӗсем ячӗ. Элчӗсем Улатимӗр кнеҫӗпе Юрийпе килӗшӳ тӑвасси пирки чиперех калаҫса татӑлчӗҫ. Ҫав килӗшӳ тӑрӑх вырӑссем Аврам ӳтне Улатимере илсе тухрӗҫ те ӑна Успени мӑнастирне хучӗҫ. Вара икӗ ҫӗршыври христиансем те ӑна светтуй тесе пуҫҫапма тытӑнчӗҫ. Ҫапла вара Атӑлҫи пӑлхарсенчен те христианство тӗнӗнчи пӗрремӗш светтуй ҫын пулса тӑчӗ. Ҫавна шута хурса, Ылттӑнпик Улатимӗр хулине каяс текен чулҫӑсене те чармарӗ. Питӗ ӑста чулҫӑсем вара унта тухса кайса ҫӗне чиркӳсем тума тытӑнчӗҫ. Улатимӗр хулине пӑхӑнса тӑракан ҫӗрсенче ту-сӑрт ҫук. Ту-сӑрт ҫук ҫӗрте пысӑк ҫуртсем айне хумалли чулсем те пулмаҫҫӗ. Ҫавна шута хурса, Ылттӑнпик хӑй ҫершывӗнчен чулсем турттарса тухма та ирӗк пачӗ. Ҫапла вара, Атӑлҫи Пӑлхарстан ҫӗрӗнчен, Урал тӑвӗсем патӗнчен ҫӗнӗ керменсемпе чиркӳсем тума питӗ ҫирӗп, ӗмӗрне ванман пин-пин чул шыв тӑрӑх турттарса тухрӗҫ. Малтан Шуратӑл тӑрӑх анаталла, кайран Чулман Атӑлпа тата анӑҫалла. Чулман Атӑл Аслӑ Атӑла юхса тухать. Унтан вара шыв тӑрӑх тӑвалла. Кайран та Хура Атӑл тӑрӑх тӑвалла. Юлашкинчен карапсем вара Хура Атӑлтан пысӑк мар юханшывсене кӗреҫҫӗ те Улатимӗр хули патне ҫитеҫҫӗ.
Ҫапла вара Ылттӑнпик тӑрӑшнине кура анӑҫри вырӑссем тӑшманран туссем пулса тӑчӗҫ. Ку вара Ылттӑнпике хӑйен пӗтӗм вӑйне монголсене хирӗҫ ҫапӑҫас ҫӗре яма май туса пачӗ.
Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пычӗ Ылттанпик юратнӑ хӗрӗпе тата юратнӑ кӗрӳшӗпе пӗрле аслӑ ҫеҫенхирпе хӗвеле хирӗҫ пынӑ чухне.
Юратнӑ хӗрӗ калаҫма тытӑнни патшана шухӑшӗсенчен пӑрчӗ:
— Атте, монголсем тепре тапӑнса килес пулсан та вӗсене ӗлӗкхи пек чикӗ хӗрринче кӗтсе илмелле! — хыттӑнах кӑшкӑрса каларӗ темшӗн халиччен чӗнмесӗр пынӑ Ылттӑнчеч. — Чикӗ хӗрринче эпир вӗсене икӗ хутчен те ҫапа-ҫапа ҫӗмӗртӗмӗр!..
Чӑнах та, хӑй патшана ларнӑ ҫулах Ылттӑнпик мальенчен тапӑнса кӗнӗ монголсене чикӗ хӗрринчех ним юлми ҫӗмӗрсе тӑкнӑччӗ. Ун чухне пӗрремӗш хут хӑй упӑшкипе Пачманпа пӗрле хаяр ҫапӑҫура Ылттӑнчеч те пулнӑччӗ. Патша вара, монголсем кунпа ҫеҫ лӑпланса лармассине пӗлсе, пӗтӗм ҫӗршыва аслӑ тетӗшӗ пекех ҫӗнӗрен ҫиреплетме тытӑнчӗ. Чи малтан вӑл тепӗр хут пӑлхарсен хапӑлхине туса йӗркелерӗ. Пӗтӗм хапӑлхине вара икӗ пая уйӑрчӗ: пӗри - амрит, хулӑм кӳпеллӗ, сапарлӑ, йывӑр кӑраллӑ утлӑ ҫар; тепри - миккит, ҫунатлӑ юланутҫӑсен ҫарӗ. Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче миккитсем тӑшмапа ҫӗмренсемпе переҫҫӗ, амритсем вара йывӑр алтаспанӗсемпе весен ӗречӗсене ҫӗмӗреҫҫӗ.
— Виҫӗ хутчен тапӑнса кӗчӗҫ монголсем, кашнийӗнчех эпир ҫӗнтертӗмӗр, — савнӑ арӑмӗ ҫине пӑхса кӑшт мухтанса илес тенӗн каларӗ Пачман.
Чӑнах та, мальенче ҫӗмӗрсе тӑкнӑ хыҫҫӑн та лӑпланмарӗҫ монголсем. Тепӗр виҫӗ ҫултан вӗсем Атӑлҫи Пӑлхарстана тепре тапӑнса кӗчӗҫ. Ылттӑнпик хӑйӗн хапӑлхипе ку хутӗнче те тискер тӑшмана ҫӗршыв чиккинчех ҫӗмӗрсе тӑкрӗ.
— Татах тапӑнса кӗрес пулсассӑн, эпир вӗсене татах ҫӗмӗрсе тӑкатпӑр, — хавассӑн каларӗ Ылттӑнчеч. — Тӗрӗс калатӑп-и, Пачман?
— Тӗрӗс, — килӗшрӗ савнӑ мӑшӑрӗпе Пачман.
— Ҫапла пултӑр тесе ӗнтӗ эпӗ сире ҫак текӗртпе чикӗ хӗррине тӑрататап та, — терӗ патша та.>>3<<
Пачманпа Ылттӑнчеч текӗрчӗ Уй шывӗ хӗррине вырнаҫнӑ хыҫҫӑн патша Сакмар юханшывӗ хӗрринчи ҫарсемпе ҫирӗплетнӗ вырӑнсене пӑхма тухса каяс терӗ. Анчах ҫула тухма ӗлкӗреймерӗ: ир-ирех тапӑра Пӳлертен патша аккурчӗ вӗҫтерчӗ ҫитрӗ.
— Хыпар! Хыпар! Лайӑх хыпар! — учӗ ҫинчен анмасӑрах кӑшкӑрма тытӑнчӗ вӑл. — Савӑнӑр пурте! Савӑнӑр! Кӑнар-тикки! Канар-тикки ҫуралчӗ! Аслӑ патша ывалӗ - кӑнар-тикки!
Ку сӑмаха илтсен, пӗтӗм эккелсем юрттӑсенчен чупса тухрӗҫ. Шӑв-шава илтсе, Ылттӑнпик те урамалла васкарӗ.
— Суюнче, суюнче! — кӗтсе илчӗ ӑна аккурт. — Элпике аккурчӗ эпӗ. Элпике пире кӑнар-тикки ҫуратса пачӗ.
Ылттӑнпик инҫе ҫула тухнӑ чухне Айраслу элпике хӗрӗх чӗрнеллӗ, ыран-паян ҫуратмалла юлнӑччӗ. "Ывӑл пулать", — тенӗччӗ вӑл савнӑ мӑшӑрне.
"Йӑнӑшмарӗ эппин, — савӑнса шухӑшларӗ патша. — Кӗҫӗн кӑнар-тикки ҫуратса пачӗ..."
Халь ӗнтӗ Ылттӑнпикӗн виҫӗ ача. Асли — Ылттӑнчеч, ытарайми амаҫын-пике. Иккӗмӗш ачи - ывӑл, аслӑ кӑнар-тикки, Тутимӗр, саккӑрта пырать. Вӑл — чӑн-чӑн паттӑр пулса ӳсет. Халӗ, эппин, кӗҫӗн кӑнар-тикки те пур. Арӑмӗпе малтанах калаҫса татӑлнӑччӗ вӗсем, кӗҫӗн ачи ывӑл пулсан Янтукан ят хуратпӑр тенӗччӗ.
Ҫак ырӑ хыпара илтсен, Ылттӑнпик вара тӗрлӗ ҫӗрсене пӑхса ҫӳрес шухӑшне пӑрахӑҫласа, ҫав кунах аслӑ хулана Пӳлере тухса каяс терӗ.
— Кӗҫӗн кӑнар-тиккине, Янтукана, курмалла! — тере вӑл хайне-хӑй васкатса.
Чӑнах та, патшан частарах килне ҫитмелле, ҫӗнӗ кайӑка хӑйӗн вӑйлӑ аллисемпе йӑтса илсе учӑкка тумалла та пӗтӗм халӑха кӑтартса кӗҫӗн кӑнар-тикки те пуррине пӗлтермелле. Атӑлҫи Пӑлхарстан патшин йӑх-шывӗ малалла тӑсӑлать, астула кама шанса памалли пур...


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-04-24 22:43:39 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2663 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем